| 13459 | Кӑмака кӑна ӗҫмест теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13460 | Кӑпӑклӑ сӑра ӗҫме лайӑх, кӑтӑклӑ хӗр выляма лайӑх. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13461 | Кӑпӑклӑ сӑра кӑмӑла уҫать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13462 | Кӑшман йӳҫӗш ҫарӑкра теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13463 | Квас чӗресси хӑй патнех ҫавӑрать тенӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13464 | Кӗл ҫинчи пашалӑва ҫиеймӗн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13465 | Кӗҫӗн хуран яшки тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13466 | Кӗтнӗ кукӑль ҫийичченех тутлӑ туйӑнать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13467 | Килекенни апат чӗнсен килет теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13468 | Колаҫ та пӗрмай ҫиес полсан йӗпхертет ҫав. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13469 | Кукӑльӑн кун ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13470 | Куннӑ сӑрана кун ҫуккӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13471 | Лайӑх мухмӑр эрнене пырать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13472 | Лайӑх сӑра кӑпӑклӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13473 | Лайӑх сӑра пуҫа пырать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13475 | Лайӑх сӑра хӑймаллӑ, лайӑх этем хӑналлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13474 | Лайӑх сӑра хӑймаллӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13476 | Лачкам ӳсӗр лачака шырать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13477 | Мана савсан ман пек ӗҫ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13478 | Мӗн тӑвас, хырӑм выҫҫи каҫармасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13479 | Мунча хутнӑ чух вуттине ан хӗрхен, сӑра тума тӑрсан хӑмлуна ан хӗрхен. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13480 | Начар сӑра лупас хыҫне анчах чуптарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13481 | Начар сӑра хырӑма кӳпӗнтерет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13482 | Начар ҫӑрнӑ чустаран лайӑх ҫӑкӑр пулас ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13483 | Нумай ӗҫсессӗн ырӑ пулас ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13484 | Нумай ҫиекен нумай сысать тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13485 | Нумай ҫисен пысӑк пулать тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13486 | Панӑ апата тиркемеҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13487 | Пӑттуна пӗҫерсен ҫӑвна ан хӗрхен. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13489 | Пӗлӗм ҫиме — пӗлӗнтеш, хуплу ҫиме — хурӑнташ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13488 | Пӗлӗм ҫиме пӗлӗнтеш лайӑх. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13490 | Пӗлӗме ҫисе пӗлеҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13491 | Пӗр мухмӑр ҫичӗ ҫула пынӑ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13492 | Пӗр ҫӑмартапа пӗр ҫӑкӑр ҫиме хушнӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13493 | Пӗрремӗш черкке яланах иккӗмӗшне ыйтать, иккӗмӗш виҫҫӗмӗшне… | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13494 | Пӗҫерекен пӑспа тӑраннӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13495 | Пӗҫерекен пӗлӗмсӗр юлнӑ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13496 | Пӗчӗккӗн ҫисен тутӑ пулӑн, пысӑккӑн хыпсан пырна ларӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13497 | Пиҫиччен кӗтнӗ, антариччен кӗтмен. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13498 | Пиҫиччен кӗтнине сивӗниччен те кӗт. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13499 | Пиҫнӗ апата такам та ҫиет, пӗҫерме йывӑр. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13500 | Пиҫнӗ-пиҫмен апат икӗ хут тӑрантарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13501 | Пыл виҫи пулмасан тикӗт хушаймӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13502 | Пыл калак вӗҫҫӗн тӑрантарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13503 | Пыл катки тулашӗнченех палӑрать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13505 | Пыл пур ҫӗре шӑнасем хӑйсемех пыраҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13504 | Пыл пур ҫӗрте хурт та пур. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13507 | Пыл пылакне упа та пӗлет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13508 | Пыл пылчӑк ҫитерет, ҫу — ҫӗрӗк ҫӑпата. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13509 | Пыл ҫиес тесен хурт-хӑмӑр ӗрчет. | Тутӑ — Выҫӑ |